Унра
чӑвашӑн пурнӑҫ ҫулӗ,
Ытарлӑ
ӑсӗ, чун хавалӗ.
Асаннесен
пехилӗ те унтах-
Ҫак
мулшӑн, халӑхӑм, сана тавах!
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ - чӑваш тӗррин кунӗ. Ҫак
кун пирӗн шкулта та чӑваш тӗрри кунне
халалланӑ тӗрлӗ ӗҫ пулса иртрӗ.
5-9-мӗш
класс ачисем чӑваш тӗррин, тумӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе, ал-ӗҫ ӑстисемпе паллашрӗҫ, чӑваш тӗррин
асамлӑхӗпе илемне туйма пултарчӗҫ, нумай
ҫӗннине пӗлме тӑрӑшрӗҫ.
Чӑваш
чӗлхи вӗрентекен Семенова Л.А.