Кӑҫалхи ҫул чӑваш поэзийӗн классикӗ,
Ҫеҫпӗл Мишши, ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа пирӗн шкулта
5-7 класс ачисем чӑваш чӗлхи урокӗнче
мухтавлӑ поэт пултарулӑхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫрӗҫ, поэт пурнӑҫне
сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ.
Кам-ха
вӑл Ҫеҫпӗл Мишши? Чăваш литературин классикĕ, чаплӑ сăвăҫ, драматург Михаил Кузьмич
Кузьмин, Канаш районӗнчи Касаккасси ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче
ҫуралнӑ. Унӑн паллă сăввисем:
"Ҫӗн кун аки","Хурçă
шанчăк", "Пуласси". Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине
куçарнă.
Ӗмӗрӗ
кĕске, шӑпи синкерлӗ пулнӑ поэтӑмӑрӑн. Апла пулин те вӑл чӑвашсен пуласлӑхĕшĕн
ҫуннӑ, нумай пысӑк ĕҫсем тума ĕлкĕрнĕ.
Ҫеҫпĕл Мишши пултарулӑхĕ - литература тӳпинчи
чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен пĕри. Ҫеҫпӗлӗн кӗске, анчах халӑхшӑн туса хӑварнӑ пысӑк ӗҫсем ҫинчен пӗлсен ачасем
тӗлӗнчӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ.
Чӑваш
чӗлхи вӗрентекен Семенова Л.А.