Чӑваш чӗлхи эрни

Чӑваш чӗлхи эрни

             Аслă вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева, сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа  ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шăмăршăри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.  Кунта кашни  вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйĕн пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчӗ. Чăн малтан шкулти библиотекăра тата чăваш чĕлхи пÿлěмěнче Иван Яковлевич Яковлева халалласа курав йěркелерěмěр

      Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче „Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев“ викторина иртрĕ. Викторинăна 8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унта Аслă вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем пулчĕç. Ачасем хаваспах пĕр-пĕринпе тупăшрĕç.

  Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем И.Я.Яковлев калавӗсемпе тата юмахӗсемпе паллашрӗҫ. Ачасем И.Я.Яковлев калавӗсене савӑнсах вуларӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, пӗтӗмлетӳсем турӗҫ, чӑваш чӗлхи питӗ янӑравлӑ та ҫепӗҫ чӗлхе пулнине палӑртрӗҫ.

         Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вара вĕренекенсемпе вĕрентекенсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акци пĕрлештерчĕ. Çемен Элкер ҫырнӑ «Чăваш вăрманě» хайлав сыпӑкне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем шкулта пĕрле пуҫтарăнса ҫырчĕç. Пурĕ 16-ăн диктанта ҫырса хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.

            Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче  Чӑваш чӗлхи кунне халалласа иккӗмӗш класра вӗренекенсем хушшинче пӑхмасӑр сӑвӑ калакансен «Янра, чăваш чěлхи, янра!» конкурсне ирттертӗмӗр. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ сценкӑсем те выляса пачӗҫ ачасем ку уявра.

          Çав кунах 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче  "Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?" вӑйӑ урокӗ иртрӗ. Ачасем тӗрлӗ станцисенче пулса курса хӑйсем чӗлхене мӗнле пӗлнине тӗрӗслерӗҫ.

.

        Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 8 классенче вӗренекен ачасемпе чӑваш хӗрӗн тата хӗрарӑмӗн ҫипуҫӗ, капӑрлӑхӗсемҫинчен калаҫрӑмӑр. Ӗлӗк ҫак капӑрлӑхсене ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, хаклӑ йышши чулсенчен ӑсталанӑ. Кашни хӗрӗнех пулнӑ капӑрлӑхсем,  вӗсем ӑруран ӑрӑва, сыпӑкран сыпӑка куҫса пынӑ. Ачасене кукамай хама пехиллесе хӑварнӑ тум-тирпе, кӗмӗл капӑрлӑхсемпе паллаштартӑм.

       Чӑваш чӗлхи эрнине ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вěçлерěмěр. Ку кун 5-7-мĕш классенче «Мухтавлă ентешсем» викторина питě кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал  мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова Л.А.

 

Фотогалерея