«Янра , чăваш сăмахĕ!»

«Янра , чăваш сăмахĕ!»

«Янра , чăваш сăмахĕ!» класс  тулашĕнчи мероприяти иртрĕ.

Ака уйӑхӗн 25- мӗшӗнче Ухваркина И.П.  вĕрентекен шкул ачисемпе чăваш чĕлхи кунне,

И. Я.Яковлева  халалланă  «Янра , чăваш сăмахĕ!» класс  тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ.

Ăна вăл Зоя Головинская ҫырнă «Аслă Улăп» ятлă сăвăпа пуçларĕ. Малалла ачасене Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, ҫавăн пекех вĕрентекенĕмĕрĕн чăваш халăхне панă халалĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ.  Ирина Петровна вӗренекенсене чăваш халăхĕн  ача-пăча сăввисемпе паллаштарчĕ,  тупмалли юмахсем пачĕ. Унтан хастаррисем чăвашла сăвăсем илемлĕ каласа тĕлĕнтерчĕç, чӑн-чӑн чӑваш ачисем пулса вӑйӑ картинче савӑнчӗҫ. Вӑйӑра юрӑ-ташă кӗрлерӗ. Уйрăмах вĕсене «Çĕрĕ памалла» чăваш вăййи килĕшрĕ.

Палӑртма кӑмӑллӑ,ачасене тĕл пулу питĕ килĕшрĕ.Чӑваш сăмахĕ малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, шкулта та.

Ухваркина И.П.  

Фотогалерея