"Туслӑх хӗлхемӗ" фестиваль

"Туслӑх хӗлхемӗ" фестиваль

            "Туслӑх хӗлхемӗ" фестиваль пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ  ачасене, чӑваш сӑвви- юрри тата  ташшши-вӑййипе кӑсӑкланакансене пӗрлештерет.

Кӑҫал   фестивалӗн   муниципалитет тапхӑрӗ

пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ округӗнчи Кивӗ Чукал шкулӗнче   иртрӗ. Пирӗн шкулти пуҫламӑш классенче  вӗренекенсем  тӗрлӗ номинацире хутшӑнса хӑйсен пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗҫ .  Д.Байкаловпа С.Тимофеева "Сӑмах илемӗ" номинацире,

 3-мӗш класс ачисен ушкӑнӗ            

"Янра чӑваш юрри" тата "Чӑваш вӑййи" номинацисенче призерсем  пулса тӑчӗҫ.