Ева - ҫӗнтерӳҫӗ

Ева - ҫӗнтерӳҫӗ


Республикӑра кашни ҫулах  " Упрар тӑван чӗлхемӗре" оратор ӑсталӑхӗ конкурсне ирттереҫҫӗ. Кунта муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул вĕсем «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», «Çут çанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ» темăсемпе калаçрӗҫ. Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче вӗренекен ачасем те ку конкурса  хутшӑнса яланах малти вырӑнсене  ҫӗнсе илеҫҫӗ. Акӑ 6- мӗш класра вӗренекен Ева Степанова ( ертӳҫи - Семенова Л.А.)ҫак конкурса  кӑҫал иккӗмӗш хут хутшӑнчӗ, кашнинчех ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ, Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин дипломне тивĕçрĕ. Евӑна чӗререн саламлатпӑр, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Л.Семенова