«Туслăх хĕлхемĕ» фестеваль

«Туслăх хĕлхемĕ» фестеваль

         «Туслăх хĕлхемĕ» фестеваль

 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ вăтам шкулĕнче «Туслăх хĕлхемĕ"/«Искорка Дружбы» республика  фестивалӗн муниципалитет тапхăрĕ  иртрӗ.

 

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ: ачасене тăван чĕлхен илемне курса  ăна интересленсе вĕренес туртăма  вăйлатасси, халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашса ăна малалла аталантарса пырасси.

 

Фестивале хутшӑнакансем муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 1-4-мĕш классенче вӗренекенсем шутланаҫҫӗ.

 

Пултарулăх ăмăртăвĕ кăçал 4 номинаципе иртрĕ. Чăвашла ташлама, юрлама, выляма тата сăвă-калав, юмах калама юратакансем валли «Сăмах илемĕ»/»Художественное слово»,  «Чӑваш вӑййи/ Чувашская народная игра», «Янра, чăваш  юрри»/  «Звучи, чувашская песня», «Чӑваш ташши»/ «Чувашский танец» конкурссем пулчĕç.

 

Ăмăртакансен пултарулăхне жюри хакласа кашни номинацинче чи лайӑххисене палӑртрӗ. Конкурссенче пирĕн шкулта вĕренекен  çак ачасем палăрчĕç:

 

«Сăмах илемĕ» конкурсра:

1 вырăн –4-мĕш класра вĕренекен Байкалов Максим.

 

«Чăваш юрри» конкурсра:

 

2 вырăн –2-мĕш класра вĕренекенсем,

 

3 вырăн –2-мĕш класра вĕренекен Андронов Давид.

 

"Туслӑх хӗлхемӗ" фестивалӗн çĕнтерÿçисем малалла республика шайĕнче хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартма тивĕçĕç. 

 

 Ухваркина И.П.

Фотогалерея