Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне уявланă май ака уйăхĕн
29-мĕшĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче
«Чăваш Республикин символĕсем çинчен пĕлетĕр-и?» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Ăна
ертсе пыракан И.П. Ухваркина
вĕрентÿçĕ ачасене пирĕн республикăри официаллă символсен историйĕпе çыхăннă ыйтусем пачĕ. Виçĕ ушкăнри кашни ача, палах, тĕрĕс
хурав тупса пама тăрăшрĕ. Ыйтусем вĕçленсен виççĕмĕшсем несĕл йывăçне илемлĕ ÿкерессипе
тупăшрĕç. Вăйă çĕнтерÿçĕсем 3в класра вĕренекенсем пулчĕç. Вăйă хаваслă та туслă
иртрĕ, çамрăк шкул ачисем Тăван çĕр-шывăн тĕп символĕсем çинчен лайăх пĕлни савăнтарчĕ.
Ухварикина И.П.