Курав ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ăсчахăмăр çуралнă кун, «И.Я. Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе» ятпа уçăлчĕ

Курав ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ăсчахăмăр çуралнă кун, «И.Я. Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе» ятпа уçăлчĕ

Шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать.  Чăваш чĕлхи кунне хатĕрленсе пуçламăш класс ачисем И. Я. Яковлев калавĕсене вуласа тишкерчĕç, хăйсене килĕшнĕ  хайлав тăрăх курав валли ÿкерчĕксем турĕç.

Курав ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ăсчахăмăр çуралнă кун, «И.Я. Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе» ятпа уçăлчĕ.

Чи çамрăк вĕренекенсем  ытларах  «Автан», аслăраххисем «Шăши», «Хут çĕлен», «Йытăпа кушак» калавсенчи сăнарсене  ÿкернĕ. Вĕсем пурте лайăха тата ырра вĕрентнине палăртрĕç ачасем.

Чăн та шкул ачисене Иван Яковлевич калавĕсемпе паллаштарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хайлавсем  ачасен кăмăл –туйăмне, пуплевне  аталантарма пулăшаççĕ, ыр кăмăллă, тирпейлĕ, хăюллă, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентеççĕ. Ачасем калаври сăнарсемпе пулса иртекен ĕç-пуçа чуна çывăх илеççĕ. Çакă  яваплăха, туслăха тата ытти кăмăл-сипет туйăмĕсене тĕвĕлентерсе çирĕплетме май пырать.

 Ухваркина И.П.