Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр!

Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр!

    Ырă кун пултăр,туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем!

   Паян ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ, И.Я. Яковлев çуралнă кун.

    Çак уява халалласа  6- мĕш класс ачисемпе чăвашла хаçат кăлартăмăр. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 4-мĕш класс ачисемпе чăваш чĕлхине пĕлекенсен станцийĕнче вăйă урокĕсем ирттертӗмĕр. Кунта ачасем хăйсем  чĕлхене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕҫ.  Тата пуçламăш класра вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн  юмахĕ-халапĕсемпе паллашрĕç. И. Яковлев  хайлавӗсем тӑрӑх ӱкерчӗксем турĕç.

 6-мĕш класс ачисем вара виртуаллă майпа Чăваш наци музейне  ҫитсе курма пултарчĕҫ, унти выставкăпа паллашрĕҫ. Çак кун пирĕн шкулта та вĕренекенсемпе вĕрентекенсене «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци пĕрлештерчĕ. Константин Петров ҫырнӑ «Уçлӑхра – икӗ космонавт» хайлав сыпӑкне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем шкулта пĕрле пуҫтарăнса ҫырчĕç. Пурĕ 20-ӗн диктанта ҫырса хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.

  Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пур чӑваша та тулли кăмăлпа саламлатăп. Чăвашлăхшӑн çунса тăракан чӗресене  пултарулăхпа çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатăп.

 

 Семёнова Л.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен