Чӑваш
чӗлхи эрни пырать
И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене
упрама пиллесе каланӑ. «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе
чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук»,- тенĕ вӑл . Унӑн «Халалӗ» вара пирӗншӗн ырӑ сунӑм пулса тӑрать.
И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата
Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн
19-мӗшӗнче Шăмăршăри пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни
пуҫланчӗ. Чӗлхе эрнинче нумай ӗҫ тума
палӑртнӑ. Кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен
пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать.
Акă ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче „Чăвашсен Аслă патриархĕ
Иван Яковлевич Яковлев“ викторина иртрĕ. Викторинăна 8-мĕш классенче
вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ăна И.Я.Яковлева халалланă. Ачасем тĕрлĕ енлĕ
ыйтусем çине хуравларĕç. Унта Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе,
калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ыйтусем пулчĕç. Ачасем хаваспах пĕр-пĕринпе тупăшрĕç.
5-7-мĕш классенче
«Мухтавлă ентешсем» викторина та
кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ
çинчен сахал мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса
пачĕç.
Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать.
Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет.
Семёнова Л.А., чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен