Шăмăршăсем
малтисем!
Нарăс тата ака уйăхĕсенче республикăра мухтавлă ентешсен çултаклăкне халалланă «Упрар тăван
чĕлхемĕре» ятпа 5-мĕш тата 6-мĕш классен хушшинче ораторсен ăсталăхĕн конкурсĕ
иртрĕ. Оратор ăсталăхне алла илме пит çăмăлах мар пулин те, пирĕн вĕренекенсем
çак конкурса хутшăнса муниципалитет тапхăрĕнче
1- мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Чураков Максим тата 5-мĕш класра вĕренекен Петрова Василиса хамăрăн мухтавлă ентешсем çинчен туллин те интереслĕ каласа пама пултарчĕç.
Район çĕнтерÿçисем малалла республика шайĕнче тупăшрĕç. Кунта та шăмăршăсем чи малти вырăнсене çĕнсе илме пултарни чунтанах савăнтарчĕ пире. Чураков Максим республикăра çĕнтерÿçĕ, Петрова Василиса – призер. Маттур та-çке пирĕн вĕренекенсем! Анне панă чĕлхепе хитре калаçма пĕлни вăл – телей! Вĕсене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
СеменоваЛ.А.