Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхипе пуçламăш классен интеллектуаллă олимпиадин I-мĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче шкулта  чăваш чĕлхипе пуçламăш классен интеллектуаллă  олимпиадин I-мĕш тапхăрĕ иртрĕ.



Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче шкулта  чăваш чĕлхипе пуçламăш классен интеллектуаллă  олимпиадин I-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ  пысăк ӑс-хакӑллă, пултаруллă вĕренекенсене тупса палăртасси, ачасен тавракурăмне аталантарасси, харпӑр хӑй тӗллӗн пĕлÿ пухас хавхана ÿстересси. Ӑмӑртӑва хутшӑнни пултаруллă шкул ачисене хӑйсен тарăн пĕлÿлĕхĕпе   шухӑшлавне тĕрĕслеме май парать.

 

Пирĕн шкултан  муниципалитет шайĕнче хăйсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме кăçал  7 ача кăмăл турĕ. Ăмăртура чи пысăк балл пуçтарнă вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне республика шайĕнче кăтартĕç. Унта хутшăнма тивĕçлĕ çĕнтерÿçĕсем пирĕн шкултан та  пуласса питĕ шанатпăр. Маттур ачасене пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу, сунатпăр.

 

Ухваркина И.П.