Кăçалхи ака уйăхĕн 19-23- мĕш числисенче чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине, И.Я.Яковлев çуралнă кунне халалласа шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Чаваш чĕлхине вĕрентекенсем тăрăшнипе кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç шкулта.
Кашни класрах ирттерме тăрăшрĕç вĕсене вĕрентекенсем. Акă 3-мĕш классем чăвашла сăвă пăхмасăр каласа тупăшрĕç. 5-мĕш классем хушшинче вара «Чăваш халăхĕн паллă çыннисем» çул çÿрев питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасем чăваш халăхĕн паллă çыннисемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. 7-мĕш классем хушшинче чăваш чĕлхипе вăйă урокĕсем иртрĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем валли вара «Эсĕ чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и?» чĕлхе марафонĕ ирттертĕмĕр.
Чăваш чĕлхи кунне халалланă эрне вĕçленчĕ. Унта хутшăннă вĕрентекенсемпе ачасене пурне те пысăк тав.