И.Я.Яковлев калавӗсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксен куравĕ.

Чӑваш чĕлхи эрни пынӑ май пирĕн шкулта йӑлана кĕнĕ «И.Я.Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе»  ÿкерчĕксен куравĕ иртрĕ. Çак куравра пурĕ 20 ытла ĕç пулчĕ. Ачасене ытларах чĕр чунсем кăмăла каяҫҫĕ. Вĕсем «Автан»,  «Шăши», «Шăшипе кушак»,  «Лаша шырани», «Чакак», «Хураçка», «Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни», «Хĕсĕр ĕне», «Ĕнепе качака таки» калавсенчи сăнарсене ÿкернĕ. Куракансем пултаруллă пĕчĕк ÿкерÿçĕсене ĕçĕсене пысӑка хурса хакларĕç. Пурне те  ачасем И.Я.Яковлевăн чылай калавне, юмахне вулани, лайăх пĕлни савăнтарчĕ.