И.Я.Яковлев вулавĕсем

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.П. Ухваркина вĕрентÿçĕ 3-4-мĕш классенчен вĕренекенсемпе И.Я.Яковлев вулавĕсем ирттерчĕ.  Шкул ачисем Иван Яковлев чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçни çинчен лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçни  тата  унти вĕренỹ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăни çинчен каласа пачĕç.

Ирина Петровна И.Я.Яковлев, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ачасем валли çырнă «Автан»,  «Шăши», «Шăшипе кушак»,  «Лаша шырани», «Чакак», «Хураçка», «Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни», «Хĕсĕр ĕне», «Ĕнепе качака таки»калавсемпе паллаштарчĕ, ыйтусемпе ĕçсем  пачĕ.

И. Я. Яковлев калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çамрăк ăрăва ĕçе юратма, ырă пулма, çынна хисеплеме вĕрентеççĕ.