Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.П. Ухваркина вĕрентÿçĕ 4-мĕш а класра вĕренекен ачасен ушкăнĕпе «Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕр-и?» ăс –хакăл вăййи иррттерчĕ. Вăйăра ачасем вĕçен кайăк, чĕр чун, йывăç ячĕсене, çут çанталăк сăнавĕсене, ваттисен сăмахĕсене пĕлнине пуç ватмăшсем шутласа тĕрĕслерĕç. Пуç ватмăшсене шутлани вăхăта усăллă, тухăçлă ирттерме пулăшать, ăс-тăна çивĕчлетет, тавракурăма анлăлатать.
Малтан Ирина Петровна ачасене пуç ватмăшсене шутламалли правилăсемпе паллаштарчĕ. Унтан ачасем хăйсем тĕллĕн «Чăваш вăрманĕ» пуçватмăша шутларĕç, клеткăсенче пытаннă сăмахсене пĕлтерĕшĕсем тăрăх тупрĕç. Ун хыççăн криптограмма вăррттăнлăхне тавçăрса Ухсай Яккăвĕ çырнă сăвă йĕркисене , шут хисепĕсем тĕлне тивекен сас паллисене тĕрĕс тупса ваттисен сăмахĕсене вуларĕç. Çулçăсем тăрăх йывăç ячĕсене палласа илсе кроссворд шутларĕç. Унсăр пуне метограмма, логогриф, шарада тупсăмĕсене шырарĕç.