Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие хутшăнчĕç

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне, Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне халалласа халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2020» акци ирттерчӗҫ. Ҫак акци чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм тӗнчери хулапа ялта иртрӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Ҫак пархатарлӑ акцие Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗсемпе аслӑ классенче вӗренекенӗсем хаваспах хутшӑнчӗҫ, тӑван чӗлхепе ҫырма пултарнине тӗрӗслерӗҫ. Диктант ҫырнипе пӗрлех анне чӗлхинчен хакли тата илемли ҫуккине тепӗр хут аса илчӗҫ.

Диктант ҫыракансем паллă чăваш çыравçи, прозăçи, сăвăçи, куçаруçи  Юрий Скворцов хайланă «Уках хурăнĕ» повесть тăрăх йĕркеленĕ текста наци ридиовӗн тӱрӗ эфирӗнче итлесе ҫырчӗҫ. Диктор малтан ҫав тери хитре чӗлхепе ҫырнӑ текста пӗтӗмӗшле вуласа тухрӗ. Вӑл текста уҫӑмлӑ, васкамасӑр, кашнин чунне, ӑнне вырнаҫмалла вуларӗ. Чӑваш чӗлхи епле илемлӗ янӑранине итлекенсем пӗрремӗш предложениренех туйса илчӗҫ. Ҫырнӑ ӗҫе сканерпа кăларса, фотоаппаратпа е телефонпа ÿкерсе илсе ярса пачӗҫ. Чӑваш чунлӑ вӗрентекенсемпе вӗренекенсен ӗҫӗсене тивӗҫлипе, «лайӑх» паллӑпа хакласса шанатпӑр.