Вĕренекенсем валли «Чăваш чĕлхи пĕлÿçи» дистанци мелĕпе ăмăрту иртрĕ

           Ытлари куна вĕренекенсемпе вĕрентÿçĕсем пĕр-пĕрне телефонпа  чăвашла саламласа кĕтсе илчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем валли «Чăваш чĕлхи пĕлÿçи» дистанци мелĕпе ăмăрту иртрĕ. Кунта ачасем хăйсем чăваш чĕлхине пĕлнине тата  тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç. Вăййа хутшăнакансем «чăваш чĕлхи пĕлÿçи» ята илессишĕн  тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа ăмăртрĕç. Малтан чăвашла хăвăрткаларăшсене тĕрĕс те хăвăрт калас ăсталăха кăтартрĕç. Унтан тăрăшса ваттисен сăмахĕсенче çухалнă сăмаха,  шÿтлĕ ыйтусен  хуравĕсене, ребусра пытаннă ваттисен сăмахне  шыраса тупрĕç.  Ĕçе йăнăшмасăр, ыйтăва тĕрĕс хуравлакан пĕрремĕш ача кашни ăмăрту хыççăн смайл илчĕ. Çĕнтерÿçи хастар  хĕр Алюкова Клава пулса тăчĕ. Ачасене вăйă питĕ килĕшни кăмăла çĕклерĕ, чуна савăнтарчĕ.