Шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

         Шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Тунти кун «Тăван чĕлхе –таса хĕлхем», «Манăн юратнă Чăваш ен» дистанци мелĕпе калаçу урокĕсем иртрĕç. Уроксенче чăваш поэчĕсен сăввисем  уççăн янăрарĕç.  Пуçламăш класра вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн  юмахĕ-халапĕсемпе паллашрĕç. Аслăраххисем паллă чăваш профессорĕ Геннадий Волков ĕçĕ-хĕлне тĕпчерĕç. Пирĕн чăвашсен пĕрремĕш космонавт кăна мар, пĕрремĕш этнопедагог  та пуррине  пĕлчĕç. Ачасем Геннадий Волковăн авалхи чăвашсем çинчен калакан «Ылтăн çĕр» хайлавне вуларĕç,  тĕрлĕ  ыйтусемпе ĕçсем пурнăçларĕç.  Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал  мар пĕлнине, унăн чаплă çыннисемпе мухтаннине кăтартса пачĕç.