«Шăнкăртатса шăранăр, ентешĕмĕрсен сăввисем …»

«Шăнкăртатса шăранăр, ентешĕмĕрсен сăввисем …»

 Поэзин асамлă тĕпелĕ паян сăвă юратакансене  пуçтарчĕ. Тăван чĕлхе эрнин пĕрремĕш кунĕ «Шăнкăртатса шăранăр, ентешĕмĕрсен                          сăввисем …» илемлĕ сăмах конкурспа уçăлчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.

Савăнăçлă уява 4-мĕш класра вĕренекен Л. Семенова                                       З.В. Головинская ентешĕмĕр сăввипе пуçларĕ.  Ун хыççăн чăваш чĕлхи вĕрентекен И.П. Ухваркина сăмах илчĕ. Вăл кунашкал конкурса шкулта пуçласа ирттерни, кăçалтан ăна йăлана кĕртес ĕмĕт-шухăш пурри çинчен пĕлтерчĕ. Поэзи уявĕнче сăвă çыракан ентешсенчен З.Н.Головинская тата  Л.С.Семенова  пулчĕç.   Хисеплĕ хăнасем ăмăртăва хутшăнакансене сăвва ăста калама ăнăçу сунчĕç.

Сăвва илемлĕ калакансен ăмăртăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Шкул ачисем Мария Жамкова, Зоя Головинская, Зинаида Свеклова,  Роза Минеева, Людмила Семенова ентешсен сăввисене пĕринчен тепри илемлĕ янăраттарчĕç.

 Конкурса хутшăнакансем чăваш халăх тумне тăхăнса сăвă калани уява тата та илем кÿчĕ.

Конкурс вĕçленсен,  жюри   пĕтĕмлетнĕ вăхăтра,   7-мĕш класра вĕренекен   К. Александрова тата М. Малова  хăйсен вĕрентекенĕпе хатĕрленĕ «Шăмăрш енĕн сăвăçисем» ятлă презентаципе паллаштарчĕç.

Сăвă калакансен пултарулăхне хаклакансем район вулавăшĕнче ĕçлекен Инга Яковлева, Лиля Чернышева библиотекарьсем пулчĕç. Сумлă жюри илемлĕхе туякан  пултаруллă ачасене уйрăммăн палăртрĕ, конкурс çĕнтерÿçисене дипломсем парса чысларĕ.