Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче шкулта 7-мĕш классемпе Ухваркина И.П. вĕрентекен «Пирĕн хушăмăрти поэтсем» ятпа тĕл пулу урок йĕркелерĕ. Унта хамăр ентешсем, Головинская З.В. тата Семенова Л.А. сăвăçăсем, хутшăнчĕç. Урок Петĕр Хусанкайăн «Поэзи-вăл уйрăм патшалăх» сăввипе пуçланчĕ. Унтан ертсе пыракансем хăнана чĕннĕ поэтсен кунçулĕпе паллаштарчĕç.
Головинская З.В. Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцинче, Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче ĕçлесе вăй хунă. Вăрах вăхăт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра сăвăсем çырать. Ун хайлавĕсем районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра та пичетленеççĕ.
Семенова Л.А.- Тутар АССРти Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишли ялĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Нумай çул Виçпÿрт Шăмăршă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Унтах пурăнать. Халĕ -Шăмăршă шкулĕнчи аслă категориллĕ учитель. «Единая Россия» фракци депутачĕ.
Семенова Л.А.- Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн членĕ. Вăл - Чăваш наци литературин Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ. "Телей палли", "Чун-чӗре кӗввисем", «Чул çинчи чечексем» кĕнекесен авторĕ шутланать. Куçарусем те пур. Вĕсен шутĕнче П.А. Падиаровăн "Аташса кайнӑ ҫын" поэми, Николай Падиаровăн «Пурнӑҫӑм, кун-ҫулӑм...» статьясемпе сӑвӑсен кĕнеки.
Урокра сăвăçăсем ачасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, юратнă сăввисене вуласа пачĕç, вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусем çине туллин хуравларĕç.
Л.А.Семеновăпа З.В.Головинская вулаканăн чĕринче ăшă, таса туйăмсем çуратакан сăвăсем çыраççĕ. Вĕсенчи кашни йĕрки чуна илĕртмелле шăранаççĕ. Çыравçăсен пултарулăхĕнче Тăван ен теми паллă вырăн йышăнать. Поэт -ентешсем хамăр тăрăхри çутçанталăка хăйне евĕр сăнлаççĕ, илемĕпе савăнтараççĕ.
Поэзие халалланă тĕл пулу малалла тăсăлнă май, хамăр шкулти аслă класра вĕренекен Диана Пушкина хăйĕн сăввине каласа тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Чăннипех те пултаруллă сăвăçсем пур пирĕн хушăра! Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç шкул ачисем урок вĕçленсен.
Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртрĕ, кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратрĕ.