Декабрĕн 21-мĕшĕнче муниципалитет шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиади иртрĕ. Унта тупăшса олимпиадăн 1-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне малалла тĕрĕслерĕç.
Чĕлхе пĕлĕвĕ тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасем хамăр шкул чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç. 5-шĕ çĕнтерÿçĕ шутне кĕме пултарчĕç: Данил Никифоров (7-мĕш кл.), Елена Якушова (8-мĕш кл.), Таня Мердеева (9-мĕш кл.), Анна Самарина (9-мĕш кл.), Алина Кузнецова (11-мĕш кл.). 11-мĕш класра вĕренекен Оксана Кузьмина призер ятне тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призёра тата вĕсене хавхалантарса пыракан Л.А. Семенова, А.С. Яковлева, И.В. Степанова, В.В. Хорькова ертÿçĕсене саламлатпăр, республика шайĕнчи ăмăртура çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.