Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршăри культура керменĕнче «Чăваш пики-2017» конкурс иртрĕ. Çак конкурсра ултă пике хутшăнчĕç. Чăваш чиперккисем пĕринчен тепри маттуртарах пулчĕç. Залра ларакансем пикесен илемĕпе, сăпайлăхĕпе, хăйсене сцена çинче сумлă та тивĕçлĕ тытнипе тĕлĕнсе кăна ларчĕç. Хĕрсем тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçни, тавра-курăмĕ анлă пулни конкурсра уçăмлăн палăрчĕ. Шăмăршă шкулĕн чысне 9-мĕш «А» класра вĕренекен Анна Тинюкова хÿтĕлерĕ. «Чăваш пики-2017» конкурсра хĕрсен пултарулăхне пурĕ виçĕ тупăшура хакларĕç: хайсемпе паллаштарасси, пултарулăх конкурсĕ, чăваш-апат çимĕçне хатĕрлесси.
Анна питĕ тăрăшса хатĕрленчĕ. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕ: килте пĕçернĕ çăкăр, шаркку тата килте вĕретнĕ турăх жюри членĕсен кăмăлне кайрĕ. Пултарулăх конкурсĕнче чăваш ташши ташларĕ. Хăйне паллаштарас конурсра та сцена çинче хăйне тивĕçлĕ татрĕ.
Тинюкова Аня «Чи çепĕç пике» номинацие çĕнсе илме пултарчĕ. Эпир ăна саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал сунатпăр.