Ака уйăхĕн 24-29-мĕш кунĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Эрнери ĕçсем пĕтĕмпех йышăннă планпа иртсе пычĕç. Пĕрремĕш кунах Чăваш чĕлхи кунне халалланă чăвашла стена хаçачĕ кăларса çакрăмăр. Унта тĕрлĕ сăвă-юрă, И.Я.Яковлев, унăн вĕренекенĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан материалсем вырнаçтартăмăр. Çав кунах ача-пăча валли çырнă чăвашла кĕнекесен куравне те йĕркелерĕмĕр.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцине хутшăнчĕç.
Пуçламăш классенче И.Я.Яковлев вулвĕсем ăнăçлă иртрĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн калавĕсемпе юмахĕсем тăрăх пуçламăш класра вĕренекенсем тунă ÿкерчĕксен куравĕ вара пурне те савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
Ака уйăхĕн 24-26-мĕш кунĕсенче А.С.Яковлева йеркеленипе уроксем хушшинчи тăхтавсен вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ кĕвĕпе чăвашла ташлама вĕренчĕç, чăваш вăййисене вылярĕç.
Çăвăн пекех чăваш чĕлхине вĕрентекенсем «Хитре-çке чăваш юрри», «Грамматика вăййисем», «Чăваш чĕлхи марафонĕ» темăсемпе йăлана кĕмен уроксем ирттерчĕç.Ухваркина И.П., Кудряшова Е.Н., Степанова И.В. 4-7 классенче «И.Я.Яковлев- пирĕн аслă вĕрентекен», «Пĕлетĕн-и эсĕ чăваш чĕлхине?» темăсемпе викторинăсем ирттерчĕç.
9-мĕш классен хушшинче вара Семенова Л.А. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятпа сăвă вулакансен конкурсне ирттерчĕ. Чи маттурисем 9 в класра вĕренекен Погашов Женя, Кузьмина Оксана, Сергеева Оля пулчĕç. 6-мĕш классен хушшинче йĕркеленĕ «Çул çÿрев» вăйă ачасене пысăк савăнăç кÿчĕ, хавхалантарчĕ.
Чăваш чĕлхи эрнине ăнăçлă ирттерме тăрăшнă вĕрентекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те прирĕн тăван чĕлхемĕр илемлĕн янратăр, ĕмĕр пурăнтăр! Çапла пултăр!