Чéрé сǎмах

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхине, тăван литературăна юратакансен хушшинче «Чéрéсǎмах»конкурс пулса иртрĕ. Конкурса 5-10-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурсантсем чăваш прозаикĕсен хайлавĕсене, вĕсен сыпăкĕсене илемлĕн, туйăмсене палăртса, тĕрлĕ хусканусем туса пăхмасăр вуларĕç. Ачасем вулакан текстсем хушшинче тĕрлĕ тематикăллă хайлавсем пулчĕç. Вăрçă, çĕмьери хутшăнусем, çутçанталăк, юратупа туслăх çинчен вуларĕç ачасем.  5-мĕш  класра вĕренекен Алюкова Клавдийăпа Никифоров Данил, 9-мĕш «а» класс хĕрĕсем Петрова Анастасийăпа Казеева Ольга конкурс çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Чăваш сăмахĕ чăннипех те хитрен, сăпайлăн, çав вăхăтрах хăватлăн янрама пултарни пире пурне те савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Конкурс çĕнтеÿçисене район шайĕнче те пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.