Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль – чăн-чăн уяв!

Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен куне халалланă фестиваль пирĕн районтан арăсăн 14-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пуçланчĕ. «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивале  чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Анне тата Атте çулталăкне халалланă.

Пирĕн шкултан çак конкурса 11 ача хутшăнчĕ. Чи пултаруллисем вара    5 б класс ачисем пулчĕç. Вĕсем «Чилайăх сценка» номинацире çĕнтерсе республикашайне тухрĕç.  Кунта та вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç, Никифоров Данил, Измуков Семен, Захаров Дима, Петров Дима, Степанов Максим, Павлов Даниил «Ачашшăши çури» юмаха пуканесене калаçтарса выляса пачĕç. Кашни сăнара хăйне майлă интереслĕ тума тăрăшрĕç ачасем. Пуян декораци, пĕчĕк артистсе нăставылявĕ жюри членĕсене те, куракансене те тыткăнларĕ. Тупăшура вара пултаруллă ачасем 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Вĕсене малалла та çапла пултаруллă,  вĕренÿре тарăшуллă пулма ăнăçу сунатпăр.