Вĕçсе килчĕ «Чĕвĕлти чĕкеç"
Паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, Шăмăршă шкулĕнче те Раççей шайĕнче иртекен "Чĕвĕлти чĕкеç" вăйă-конкурс иртрĕ. Пирĕн шкултан çак конкурса 111 ача хутшăнчĕ. Тăван чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама тиврĕ ачасен. Кăткăс ыйтусен тупсăмĕсене интересленсех шырарĕç вĕсем. Чĕлхене пĕлни çеç мар, тăван тавралăх историне те, тăванлăх сăмахĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене, тупмалли юмахсене тавçăрни те, ребуссене вулама пултарни те, тăван чĕлхене ытти тăванла халăх чĕлхипе танлаштарма пĕлни те кирлĕ пулчĕ вĕренекенсене çак ăмăртура. Шкул ачисем питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн та нумай калаçрĕç, тавлашрĕç. Апла пулсан тăван чĕлхе хăйĕн вăрттăнлăхĕпе çитĕнекен ăрăва тыткăнлать-ха. Çакăн пек интереслĕ конкурссем пире, тăван чĕлхепе сăмахлăхне вĕрентекенсене, хамăр предметпа ачасене интереслентерме пулăшаççĕ. Тавах сире, "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурса йĕркелекенсем.