«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»

    Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул пулать. Кăрлач уйăхĕн   12-мĕшĕнче  8-9-мĕш класс ачисемпе паллă поэта халалланă литература сехетне ирттертĕмĕр. Чан малтан 9-мĕш класра вĕренекен Тигрова Кристина ачасене поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хăй хатĕрленĕ презентаципе усă курса питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Евгений Погашов  Петĕр Хусанкайпа унăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çинчен хатĕрленĕ презентаци те ачасемшен питĕ интереслĕ пулчĕ.  Каярах ачасем поэтăн хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр вуларĕç.

    Юлашкинчен Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине Людмила Петровна  Краснова вĕрентекен вуласа пачĕ.  Чаплă поэта халалланă литература сехетне  «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»  сăмахсемпе вĕçлерĕмĕр.