ШКУЛСЕНЧЕ ачасем чăтăмсăррăн кĕркуннехи каникул пуçланасса кĕтеççĕ. Вĕренỹ кăна мар, кану та кирлĕ ĕнтĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти 9а кадет класĕнче вĕренекенсене вара ăмсанман ача çук та пуль _ вĕсем тин çеç Хура тинĕс хĕрринче 3 эрне пурăнса килчĕç. Октябрьте кунта йĕпе юрпа хутăш сивĕ çумăр лỹшкесе тăчĕ пулсан, унта çак вăхăтра _ хĕвеллĕ кунсем, ăшă тинĕс шывĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр хумханса выртать...
Епле майпа 10 ачашăн çапла телей йăтăнса аннă тетĕр? Кăçалхи республикăри кадетсен класĕсем хушшинчи смотр-конкурсра тата «Зарница» вăйăра вĕсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăншăн тивĕçнĕ те.
Октябрь пуçламăшĕнче кадетсене Е.Убасева класс руководителĕ тата ОБЖ преподавателĕ А.Еремеев «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ачасен центрне, çар сменине ăсатса ячĕç. Кану тееймĕн ăна _ чăн-чăн çар çыннисен пурнăçне тутанса пăхрĕç. Ирех пĕр рете йĕркеленсе тăраççĕ, Гимн янăраса кайсан Ялав çĕклеççĕ, кун вара каçхи чĕнсе тĕрĕсленипе (вечерняя проверка) вĕçленет. Çакă _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен пыракан йăла. Ирхи кỹлĕм уроксем, кăнтăрла хыççăн _ ăс-тăна тата вăй-хала çирĕплетекен мероприятисем. Урокра шкулти пекех ыйтаççĕ _ вĕренмесĕр кайма çук. Дисциплина пуриншĕн те çирĕп. Никам умĕнче нăйкăшма та май çук: педагогсем _ «Орленокран», кĕсье телефонĕ пе те виçĕ кунта пĕрре кăна усă курма ирĕк параççĕ. Ачасене тата тĕрлĕ отряда салатса янă _ пĕрне те палламастăн. Чăн-чăн салтак пурнăçĕ. Çарти пекех пĕрле пурăнакансене хисеплеме, вĕсемпе туслашма вĕренетĕн. Пĕрне-пĕри пулăшма та. Унсăрăн, пĕччен юлсан, хăвна йывăр лекет.
Мĕнле туйăмсемпе таврăнчĕç-ха кадетсем тăван Шăмăрша? Салтак пурнăçĕ килĕшнĕ-и, тĕрлĕ наци ачисемпе пĕр чĕлхе тупнă-и? Çакăн çинчен каласа пама ыйтрăм та «Орленокра» пулса курнă ачасенчен.
Настя Петрова :
_ «Орленокра» питĕ килĕшрĕ! Мана отделени командирĕ пулма суйларĕç, мероприятисене активлă хутшăннăшăн «Утмăлтурат беречĕ» («Васильковый берет») парнелерĕç. Чăваш Республики ятне çỹлте тытма пултарнăшăн питĕ савăнатăп. Çар пурнăçне те килĕштертĕм. Çак туйăм Новороссийск хулинчи çар çыннисен полигонĕнче пулнă хыççăн тата ытларах çирĕ пленчĕ. Хамăн пурнăçа та çар профессийĕпех çыхăнтарма ĕмĕт çуралчĕ.
Слава Цыганов :
_ Новороссийск хулинче вырнаçнă çар полигонĕнче чăн-чăн хĕç-пăшал алла тытса курни _ АК-74М автоматран тата Ярыгин пистолетĕнчен пени асра юлчĕ. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ художникпе, халĕ «Орленокра» ĕçлекен Александр Семеновпа тĕл пулни те куç умĕнче.
Булат Ефремов :
_ Сывлăш десант çарĕнче службăра тăракансем патĕнче пулса курнă хыççăн пулас професси уççăн палăрчĕ _ вăтам шкул хыççăн çар училищине каятăп. Тăван çĕршыва тỹперен хỹтĕлесе тăракан пулма ĕмĕтленетĕп.
Лена Паймина :
_ Çĕкленỹллĕ кăмăлпа таврăнтăм кăнтăртан: «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕшĕн Мухтав хучĕ пани мĕне тăрать. Анчах юлташсенчен уйрăлма питĕ йывăр пулчĕ _ виçĕ эрне пурăнса туслашса кайрăмăр. Вырăс, чăваш, чечен, ингуш, тутар _ пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнтăмăр. Эпĕ хамăн ушкăнра Чăваш çĕршывĕ, тăван халăх çинчен каласа кăтартрăм, наци костюмĕпе, ырă йăли-йĕркисемпе пал- лаштартăм. Пуçласа хам чăваш пулнишĕн «Орленокра» мăнаçланма пуçларăм. Чăвашла пит яка калаçаймасан та: анне – чăваш, атте – çурма ирçе манăн, _ тантăшсене тăван халăх чĕлхине вĕрентрĕм, хам та лайăх калаçма вĕренес тĕллев лартрăм. Кăнтăрти халăхсем хăйсен чĕлхипе, юрри-ташшипе епле киленеççĕ, мухтанаççĕ _ эпир мĕнрен кая? Тата тепре «Орленока», хамăн отрядах лексе курасчĕ, командирĕ те Мухаммад-Али пулсанччĕ...
Çапла хаваспах каласа пачĕç Хура тинĕс хĕрринче иртнĕ кунсем çинчен Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен пултаруллă кадетсем. Вĕсен ĕмĕчĕ çутă, тĕллевĕ паллă. Ачасене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшса ĕçлекен А.Еремеев преподаватель-организатора малашне те ăнăçусем сунатпăр!
Г.ИВАНОВА.