Тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçма тăрашаççĕ пирĕн шкул ачисем. Çакна тума вĕсене шкулта чăваш чĕлхи урокĕсем çеç мар, класс тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисем те пулăшаççĕ. Акă чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче 9-мĕш классем хушшинче сĕнĕ çырулăх туса хунăранпа 145 çул çитнине халалласа çавра сĕтел пулса иртрĕ. Кунта ачасем чăваш халăхĕ 1871 çултанпа çĕнĕ çырулăхпа усă курма пуçлани çинчен, чăваш çырулăхĕн кун-çулĕ, аталанăвĕ пирки калаçрĕç. 145 çул каялла пирĕн вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çĕнĕ çырулăх тата литература чĕлхине йĕркелени мĕнпур чăваш халăхĕшĕн, чăваш çĕр-шывĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине çутатса пачĕç ачасем. Çаплах вĕсем «Чăваш çырулăхĕн историйĕ» презентаципе паллашрĕç, пĕр-пĕрне тĕрлĕ ыйтусем парса хуравларĕç.