Учительсен хорĕ - çĕнтерỹçĕ

СЕНТЯБРĔН 24-мĕшĕнче Патăрьелĕнче Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски тата Патăрьел районĕсенчи учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен кустри виççĕмĕш конкурсĕ иртнĕ. Конкурса Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствипе халăха вĕрентес ĕçре вăй хуракансен профсоюз организацийĕ ирттерет, кăçал ăна Раççейри Кино çулĕпе Чăваш Енри Ĕç çыннин çулне халалланă. Професиллĕ жюри «Музыка йăли-йĕркине упраса хăварнăшăн» номинацире Шăмăршă районĕнчи учительсен пĕрлештернĕ хорне çĕнтерỹçĕ тесе йышăннă.

С.ЖИЛКИНА.