Илемлĕ чăваш кĕпи

 

   Çак кунсенче пирĕн шкулта чăваш тумĕсен конкурсĕ пулса иртрĕ. Конкурса ытларах хĕр ачасем хутшăнчĕç, чăваш хĕрарăмĕн авалхи тата хальхи тумне кăтартса пачĕç. Чăваш тумĕ çинчи эрешсем мĕне пĕлтернине тĕплĕн ăнлантарса каласа пачĕç. Унсăр пуçне  пуçа тăхăнмалли, çыхмалли тата кăкăр умне çакмалли тĕрлĕ эрешсем çинчен калçрĕç ачасем. Чăваш тумĕ пире хăйĕн авалхи илемĕпе чуна тыткăнлать, мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. Кĕмĕл тумлă халăхăн çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă пулни пире чунтан савăнтарать.