«Халăхсен туслăхĕ» эрнелĕх
Пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать: чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем. Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, юмах-халапĕ, юрри-кĕвви пур. Вĕсем пурте хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ, хăйсен йăли-йĕркине тытса пыраççĕ. Апла пулин те вĕсем кунта яланах пĕр туслă çемьери пек пуранаççĕ.
Халăхсен туслăхне çирĕплетес тĕллевпе пирĕн шкулта та Халăхсен туслăхĕ эрнелĕх пырать. Çак эрнелĕхе халалласа шкулта вĕрентекенсем класс сехечĕсем ирттереççĕ. Истори, вырăс литературипе чăваш литератури, чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем çак темăпа уроксем ирттереççĕ. Акă чаваш чĕлхине вĕрентекен Ирина Петровна Ухваркина 4 класс ачисемпе «Эпир туслă çемьере пурăнатпăр» урок ирттерчĕ. Урокра ачасем чăваш, вырăс, тутар халăхĕн юмахĕсемпе паллашрĕç, çак халăхсен юррисене итлерĕç.
Семенова Л.А. та 9в, 9б классенче ачасене тутар, узбек, чăваш, венгр халăхĕсен ваттисен сăмахĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе яланах туслă хутшăнура пурăннă пирки каларĕ. Çакăн пек ĕçсем туса ирттерни çамрăксене пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма вĕрентет, халăхсен хушшинчи туслăха тата та çирĕплетме пулăшать.