Чăваш чěлхи эрни пуçланчě.

 

Ака уйӑхӗн 25 — мӗшӗнче шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе  классенче «Мĕншĕн тăван чĕлхене вĕренмелле?» темӑпа калаçу  иртрӗ. Чăваш чĕлхи  вĕрентекенĕсем ачасемпе чӗлхене упрасси, хисеплесси ҫинчен калаҫрӗҫ. Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнă кунне халалласа Головинская З.В. 7-мĕш «в» классемпе калаçу урокĕ ирттерчĕ. Ачасем тимлесе Аслă просветитель кун-çулĕ çинчен «И.Я.Яковлев в портретах», «Школа и музей имени И.Я.Яковлева на его родине», «Великий просветитель» презентацисем пăхрĕç. Пуçламăш классене Ухваркина И.П., Степанова И.В., Головинская З.В. вĕрентекенсем Яковлев калавĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕренекенсем „И.Я. Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе” курав валли ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç. Краснова Л.П. 5- мĕш б класра «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятпа уçă урок ирттерчĕ, И.Я.Яковлев  çинчен каласа пачě, ун ячĕпе йĕркеленĕ кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ.