Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенěсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç. Ăна Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ тата Чăваш наци телекуравĕ ирттерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси.
Задачисем − чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Диктант текстне А.Артемьев çырни тăрăх хатĕрленĕ. Пирĕн шкул ĕçченĕсемпе вренекенсем диктанта чи лайăх паллăсемпе çырса шкул чысне хÿтĕлерĕç. Хаклавĕ тăрăх 14 ĕçрен 12-шĕ -„5”, 2- шĕ- „4” паллăсене тивĕçнĕ.