Пирĕн шкулти «Пĕрле» ача-пăча организацийĕ «Шкул пахчи-чун уççи» проекта пурнăçа кĕртрĕ. Ăна Ĕç çынни çулталăкне халалларĕ. Ака уйăхĕн 27 мĕшĕнче уроксем хыççăн ачасем шкул пахчинче тăрăшса улмуççи лартрĕç. Çак йывăçсене малашне те мĕн çирĕплениччен шкул ачисемпе класс ертÿçисем хăйсемех пăхса тăрĕç. Çапла майпа ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, ĕç çыннине хисеплеме вĕренеççĕ. Шкулта пысăк сад ÿсни пуриншĕн те чун уççи пулĕ. Кашниех улмуççи çитĕнсе çимĕç пама пуçласан тăван шкула хăнана килме сăмах пачĕç.