Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 8 В класра вĕренекенсем З.В.Головинская вĕрентекен пуçарнипе „Çăлтăрчăк” вăййа хутшăнчĕç. Унта вĕсем Тăван çĕршыв историпе йăли-йĕркине, паллă ентешсен ĕçне-хĕлне мĕнле пĕлнине уçса пачĕç. А.Кузнецова, К.Давыдова вĕренекенсем пуринчен те тавракурăмлă пулчĕç.
Çак кунах 2-мĕш а класри ачасем шкулти вулавăша çитрĕç. Унта И.П. Ухваркина вĕрентекенпе Р.В. Федотова библиотекарь пурне те ача-пăча валли чăвашла пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç. Уйрăмах Пĕчĕк вулакансене чĕр чунсем çинчен çырнă калавсемпе сăвăсем килĕшрĕç. Çаван пекех ачасем кĕнекери хитре ÿкерчĕксене те питĕ кăмăлларĕç.