Отличница, спортсменка, активистка

МАРИЯ КОНСТАНТИНОВА Шăмăршăри вăтам шкулта 9а класра вĕренет. Пĕрремĕш класранпах пур предметпа те «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине килĕштерет. Çак предметсемпе çулсеренех районти олимпиадăсенче çĕнтерет, республикăри олимпиадăсенче район чысне хỹтĕлет.

Паллах, кĕнеке нумай вулама тивет. Вулама ахаль те юратать-ха вăл, сочинени çырма та кăмăллать, сăвăсем те хайлать.

Тĕрлĕрен проектсене хаваспах хутшăнать хĕрача. Сăмахран, пĕлтĕр Аслă Çĕнтерĕве халалланă «Вăрçă çинчен _ 70 сăмах» тата çĕршывăн патшалăх символикин историйĕ çинчен йĕркеленĕ республика конкурсĕсенче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Марийăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Юрлама та, ташлама та маттур вăл. Кашни çулах районта иртекен «Çамрăк сасăсем» юрă конкурсĕнче Диплома тивĕçет. Юрлас ăсталăхне 2-мĕш класранпах районти Çамрăксен музыкăпа искусство шкулĕнче туптать. Кунтах илемлĕ ỹкерме те вĕренет. Унăн ỹкерчĕкĕсем республика шайĕнчи конкурссенче те палăрнă. Унсăр пуçне Маша вĕт шăрçапа тĕрлеме те ăста. Тумтир моделĕсем шутласа тупма та юратать, ахальтен мар районти технологи предмет олимпиадинче кăçал пĕрремĕш вырăн йышăнса Шупашкара кайма тивĕç пулчĕ. «Антонина» ташă ушкăнĕпе тăтăшах районти концертсене хутшăннă.

Спортпа та туслă пултаруллă хĕр: ишме кăмăллать, хĕрсен шкул командинче волейболла, баскетболла вылять.

Обществăлла ĕçсенче те хастар Мария, пĕрле вĕренекенсене яланах пулăшса пырать, пуринпе те килĕштерет, хуть мĕнле лару-тăрура та хăйне сăпайлă, лăпкă тытма пĕлет. Пĕр класра вĕренекенсем ăна шанчăклă тус-юлташ пулнишĕн кăмăллаççĕ. Учительсем кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тата пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, вĕренỹри тăрăшулăхĕшĕн хисеплеççĕ.

Савăк кăмăллă, йывăрлăхсенче хăйне алла илсе çĕнтерме пултаракан хаваслă хĕрачапа класра пурте туслă. Унпа таçта кайма та хатĕр _ шанчăклă тантăш вăл, Маша.

Экзаменсенче ăнăçу сунатпăр сана, пултаруллă вĕренекен!

Г.КАЗЯНОВА