Эпир - финалта

ФевралĔн 4-5-мĕшĕсенче Канаш хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тата шкул ачисен Спартакиади ячĕпе йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн зонăри ăмăрту иртнĕ. Унта Шăмăршă районĕн чысне Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулсенчи çамрăк йĕлтĕрçĕсем хỹтĕленĕ. Çивĕч тупăшура хăйсен ỹсĕмĕсенче Владимир Алексеев пĕрремĕш, Артем Денисов виççĕмĕш, Ирина Егорова иккĕмĕш, Кирилл Степанов, Денис Ермолаев, Данил Павлов иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш, Данис Гадиев виççĕмĕш вырăна тухнă. Икĕ куна пынă ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх Шăмăршă районĕн команди финала тухма пултарнă. Çак çитĕнỹре А.Егоров, И.Сабаев тата Н.Чамеев тренерсен тỹпи питĕ пысăк.

С.ХАФИЗОВ.