Паттăра асăнса

Музей активĕсем - 5 «в» тата 6«в» классем - литература композицийĕ хатĕрленĕ, геройăн ачалăх, çар хĕсметĕнче иртнĕ çулĕсем çинчен каласа панă. Олег Долгов 1976 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Шамккай ялĕнче çуралнă. Вĕренме пĕрремĕш класа Кивĕ Чукалти шкула кайнă. Часах вĕсен çемйи Самар облаçне куçса кайнă, ачалăх çулĕсем унта иртнĕ. Олег пĕчĕкренпех спортпа туслă пулнă - футболла выляма юратнă, дзюдо кĕрешỹ секцине çỹренĕ, ăмăртусене те тăтăшах хутшăннă. Вăл çарта ятарлă çăлавçăсен отрядне лекме ĕмĕтленнĕ, унти йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. Çар ретне 1994 çулта тăнă, ăна салтак тивĕçне пурнăçлама Шалти ĕçсен министерствин «Русь» ятлă ятарлă ушкăнĕпе Çурçĕр Кавказа янă. Унта вăл тĕрлĕ операцисене хутшăнать, чи хăюллă та паттăр çар çыннисенчен пĕри пулса тăрать. 1996 çулхи январь уйăхĕнче Олег Долгов пĕр яла бандитсенчен ирĕке кăларнă чухне вилмеллех аманнă. Ăна Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă. Шамккай ялĕнче вăл çуралнă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Хăюллă салтак, шанчăклă юлташ пулнă Олег, çапăçу вăхăтĕнче хăй аманнă пулсан та, юлташĕсене пулăшу пама васканă. Вăл çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă, Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Чыс та мухтав ăна ĕмĕр-ĕмĕрех! Олег Долгова ентешĕсем нихăçан та манмĕç. Г.КУДРЯВЦЕВА, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн социаллă педагогĕ.