Вĕрентекенсен канашлăвĕ иртрĕ.

 

 

Кăрлач  уйăхĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ канашлăвĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем  шкул ачисене олимпиадăсене, конкурссене  хатĕрлес  ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Вĕрентекенсем олимпиадăсенче ачасен тăтăш тĕл пулакан йăнăшĕсене тишкерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене çитĕнтерес ĕçри  çитменлĕхсене   палăртрĕç. Вĕсемпе кĕрешмелли мелсене сÿтсе яврĕç. Методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Раççей шайĕнчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиадин виççĕмĕш тапхăрĕ тата «Чăваш чĕкеçĕ» вăйă-конкурс çывхарса килни çинчен астутарчĕ. Конкурссене хутшăнса вĕренекенсем лайăх çитĕнÿсем кăтартасса шаннине каларĕ‚ ачасемпе тăрăшуллăрах ĕçлеме сĕнчĕ.