Пултаруллă ачасене - стипенди

Çак ятпа çамрăксене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров саламланă, малашне те çитĕнỹсем туса пыма ăнăçу суннă.Паллашăр, акă камсем пĕр çулталăк хушши творчествăлла çирĕп тĕллевлĕхпе ăнтăлушăн стипенди илме тивĕçнĕ: Ольга Александрова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Рамиле Бахитова, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Юлия Борисова, Палтиелĕнчи вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен; Дария Ермолаева, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен; Роман Ермолаев, Шăмăршăри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен; Александра Краснова , Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Дмитрий Кузьмин , Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Никита Никифоров , Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 8-мĕш класра вĕренекен; Елена Паймина , Шăмăршăри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен; Анастасия Петрова , Шăмăршăри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен; Лезида Фахртдинова , Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Маргарита Яковлева , Шăмăршăри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Денис Яковлев , Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен; Виктория Якушова , Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта 8-мĕш класра вĕренекен. Эпир те сире ăшшăн саламлатпăр!