Сывлăхлă пулас тесен - спортзала

Хальхинче шкул ачисен сассипе мар - кунта сывлăх кунĕнче районти тĕрлĕ организацисен ертỹçисем хĕрсе кайсах волейболла вылярĕç. Ĕçтешĕсене хавхалантарса тăракансем те йышлăн пухăннă - 6 команда тупăшрĕ чи лайăх вылякан команда ятне çĕнсе илессишĕн. Тĕрĕссипе, спортра мала тухассишĕн мар, сывлăха çирĕплетес, кану кунне лайăх кăмăлпа ирттерес тĕллевпе пуçтарăннă волейбол вăййине кăмăллакансем. Питех те тĕрĕс шутланă сывлăх кунне йĕркелекенсем – хĕллехи вăхăтра пире хусканусем чăннипех те çитсех каймаççĕ. Кĕлетке вара пĕрмаях вăй-хал ĕçне ыйтать. Вăйă пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов пурне те кану кунне сывлăхшăн усăллă ирттерме ырă сунчĕ. Владимир Васильевич хăй те администраци командинче волейболла киленсех вылярĕ, район çыннисене тĕслĕх кăтартрĕ. Вăйă командăсем хушшинче питех те хĕрỹ иртрĕ. Шкул директорĕсен команди те, ял тăрăхĕсен ертỹçисем те питĕ тăрăшса вылярĕç. Район Пухăвĕн депутачĕсем те район администрацийĕн командине парăнасшăн пулмарĕç, çапах та вĕсен иккĕмĕш тĕлпулу хыççăн вăйăран тухса ỹкме тиврĕ. Чи çивĕч кĕрешỹ Шăмăршăри вăтам шкул командипе районти организацисемпе предприятисен пĕрлештернĕ команди хушшинче иртрĕ. Икĕ команда та вăйă вĕçленичченех чи вăйлисен шутĕнче пулчĕç. Вăйă районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем çĕнтернипе вĕçленчĕ (капитанĕ С.Кузьмин). Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен педагогсен иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Виççĕмĕш вырăнта – район администрацийĕн команди. Çавăн пекех чи пултаруллă волейболистсене те палăртрĕç. Вĕсем: Л.Кошкин - чи лайăх тапăнса вылякан (районти предприятисемпе организацисен ертỹçисен команди) тата С.Измуков – чи лайăх хỹтĕлевçĕ (район администрацийĕн команди). 

Г.ИВАНОВА.