Баскетболистсем ăмăртрĕç

Ултă команда тупăшрĕ çĕнтерỹçĕ ятне çĕнсе илессишĕн. Хĕрсем хушшинче чи пултарулли Шăмăршăри вăтам шкулăн 1-мĕш команди пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Карапай Шăмăршă хĕрĕсем тухма пултарчĕç, виççĕмĕшĕсем – палтиелсем.Яшсем те çивĕч кĕрешрĕç. Кунта та Шăмăршăри вăтам шкулăн 1-мĕш ушкăнĕ пуринчен те вăйлăрах пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Шăмăршăри вăтам шкулăн 2-мĕш тата Карапай Шăмăршă командисем. Жюри чи лайăх вылякан баскет- болистсен ячĕсене те палăртрĕ. Сыхлавçăсем - В.Большаковпа (Карапай Шăмăршă) А.Ельцова (Шăмăршă), тапăнса вылякансем - Д.Ермолаева (Карапай Шăмăршă) тата Р.Харитонов (Шăмăршă). М.Ефимовпа В.Удина (иккĕшĕ те Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренеççĕ) – чи лайăх баскетбо- листсем ята тивĕçрĕç. Командăсем хушшинче вара вырăнсене çапла пайларĕç: çĕнтерỹçĕсем Шăмăршăсем (пĕрремĕш команда), иккĕмĕш картлашка çинче Карапай Шăмăршăсем, виççĕмĕшĕсем – Шăмăршă вăтам шкулĕн 2-мĕш команда баскетболисчĕсем. Вăйăра палăрнă командăсене грамотăсемпе медальсем парса чысларĕç. Çавăн пекех Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен 9-мĕш класран кĕçĕнрех ушкăнра выляса 1-мĕш вырăн йышăннă спортсменсене те грамотăсемпе хавхалантарчĕç.

В.АНТОНОВ.