Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче чăваш чĕлхипе Республика олимпиадин I-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Малти вырăнсене тивĕçнĕ Павлов Данил çĕнтерÿçĕпе Кудряшова Александра, Измуков Семён, Сатаров Иван, Шамеева Алёна призерсен малалла муниципаллă (II-мĕш) тапхăрта тупăшмалла. III-мĕш тапхăрăн ăмăртавĕ Республика шайĕнче иртĕ. Маттур ачасене Республика олимпиадин çĕнтерÿçисем пулма ăнăçу сунатпăр.