Ăна ачасен тăван çĕршыва юратас туйăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ. 2-5-мĕш классенче вĕренекен ачасем Шурă Тăрнасен уявĕ епле пуçланса кайни çинчен пĕлчĕç. Ăна пуçарса яраканĕ Дагестан халăхĕн поэчĕ Расул Гамзатов. Унăн сăввипе кĕвĕленĕ «Журавли» юрă 2-мĕш Тĕнче вăрçинче пуç хунă çынсен хурлăхлă шăпине аса илтерет. Тăрна – вăрăм кун-çул, ырăлăхпа çутă пуласлăхăн символĕ. Çавăнпах пуль 1945-мĕш çулта атом бомбине пула йывăр чирленĕ Япони хĕрачи Садако Сасаки те хутран 1000 тăрнасем туса чĕрĕлме ĕмĕтленнĕ. Шел, хут кайăксем пулăшайман 10 çулхи хĕрачана...Çакăн çинчен Р.Федотова библиотекарь шкул ачисене каласа кăтартнă. Музей ертỹçи Г. Кудрявцева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Юлия Друнина поэт кун-çулĕпе паллаштарнă. Музейра ачасем поэтăн «Зинка» сăввине итленĕ. Ку сăвă фашистсемпе çапăçса паттăрла вилнĕ Совет Союзĕн Геройне Зинаида Самсонова санинструктора сăнласа парать.Çапла, вăрçăра пирĕн халăх питĕ нумай çухатусем тỹснĕ.Çавăн пекех хамăрăн районта çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков тата Раççей Геройĕ Олег Долгов ячĕсене те асăнса хăварчĕç. Вăрçăра пулнă асаттесемпе мăн асаттесен, кукаçисен ячĕсене те яланах асра тытасчĕ.
Н.МИЛЮШКИНА.