Космонавт çĕршывĕнче

Ачасене уйрăмах «Шкул парттинчен космос таран» пай килĕшрĕ. Кунта - пулас космонавт вĕреннĕ парта, унăн тетрачĕсем, класс журналĕ. «Космос - вĕçĕмсĕр çул» пайра - Андриян Николаевич тĕнче уçлăхне парăнтарнине сăнлакан, уçса паракан самантсем. Ачасем космонавтăн скафандрне, гидрокомбинезонне, апат-çимĕç продукчĕсене, харпăр хăй япалисене хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. «ЗИС-110» çăмăл автомашинăн та хăйĕн историйĕ. Шăпах унпа кĕтсе илнĕ мухтавлă ентешĕмĕре Шупашкарта. Ачасемшĕн хамăр ентешсен - М.Манаров тата Н.Бударин космонавтсен экспедицийĕсемпе паллашма та кăсăклă пулчĕ. Чи пĕлтерĕшли - виççĕмĕш космонавт çуралса ỹснĕ çуртра пулса курни.

Н.МИЛЮШКИНА.