Шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлчĕ.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлчĕ.

9-мĕш б класра вĕренекенсем „Яковлев халалне асра тытар” темăпа З.В.Головинская вĕрентекен ирттернĕ урок-диспута хастар хутшăнчĕç.

Яковлев халалне асра тытса пырас тесен вĕренекенсен шухăшĕпе паянхи çамрăксен сăпайлăхпа сапăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, пурин те йĕркеллĕ, типтерлĕ пулассишĕн тăрăшмалла, пĕрне пĕри пулăшасси, сапăр пуласси çинчен  манмалла мар.

Ачасем тăван чĕлхе шăпишĕн те пăшăрханни те палăрчĕ.Вĕсем атте-анне чĕлхине малти вырăна хума, ăна хисеплесе тăрăшса вĕренме тĕллев лартрĕç.

Ĕç çыннин çулталăкне халалласа шкулта ал-ĕç ăстисен куравĕ уçăлчĕ.

Шкул ачисем А.Иванова, А.Яковлева, Д.Гладкова вĕренекенсен тата А.В.Сагдеева вĕрентекен тĕррисемпе паллашрĕç.Куракансенчен нумайăшĕ пултаруллă ĕçченсене пысăк хак пачĕç.

Шкулта „И.Я. Яковлев калавĕсем ачасен куçĕпе” курава та вĕренекенсем хапăл туса йышăнчĕç. Унта хутшăнакансем чăваш халăхне çутта кăларакан ачасем валли асра юлмалли çырнă калавесене ÿкерчĕксенче тарăннăн кăтартрĕç. Уйрăмах К.Тихонова (1в), О.Иванова (3б), С. Кудряшов (3б) вĕренекенсен ĕçĕсем илемлĕ пулни палăрчĕ.